грязная вода. С. Дув. † Арман шывĕ хура шыв, хура явлăкна çуса юл. N. Çурхи хура шыв тем лек хытă явăнса юхнине кура-тăра çав шыв урлă каçма тытăнчĕ. Сала 327°. Хура шывсем юхат вирелле. Богдашк. Хура шыва пĕверĕм, хура явлăкна çуса юл. N. Чӳречĕрсем çинче, ай, хура шыв, эпир уçса хупнă чух хумханать. ЧП. Чӳрече çинче хура шыв уçса хупмассерен хумханать. Пис. Хура шыв тăрăх çӳрерĕм, ула та тьыха тĕл пултăм. || Пот. Чураль-к. Атте лаши хура лаши, хура шыва вăл ӳкрĕ, кăлар, йысни, четвĕртне. || Особо приготовленная вода для окраски в черный цвет домашнего сукна. || Водка. Тюрл. Хора шывпалан асăнатăп. (Из моленья, пичке пуçласассăн). || Назв. селения. Иревли. Хура Шывра чул пур. Ăна варринчен пуç кĕмелĕх шăтарнă, тăваткăл туса. Çырăвĕ çук. Унсăрăн пуçне çĕр айĕнче тепĕр чул пур имĕш. Вăл çыруллă, тет.
Çавăн пекех пăхăр:
хура шăна Хура шăрчăк уйĕ хура шапа хура шур таки « хура шыв » хура эрĕм хура юл хура юн хура юнлă хура-çӳрен